Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Çакă çутă тĕнчере …» акци пырать

«Çакă çутă тĕнчере …» акци пырать

2020 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш литературин классикĕ, вилĕмсĕр „Нарспи” поэма авторĕ К.В .Иванов çуралнăранпа 130 çул çитет. Çак сумлă юбилее  халалласа республикăра тĕрлĕ онлайн-конкурссем иртеççĕ. Чăваш Республикин вӗренÿ институчĕ «Çакă çутă тĕнчере …» акци  ирттерет. Акцие Йěпреç районěн вĕренекенĕсем те активлă хутшăнççĕ. Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем те хастар хутшăнчĕç çак конкурсра. Вĕсен хăш-пĕр ĕçĕсене фоторепортажра курма пултаратăр.

 



26 мая 2020
16:45
Поделиться